Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн лару залӗнче ентешлӗхсен пуҫлӑхӗсем канашлӑва пухӑннӑ. Ӑна Канашӑн ертӳҫи Александр Капитонов ертсе пынӑ.
Унта Александр Капитонова Каҫалсен ентешлӗхӗн ертӳҫинчен хӑтарнӑ. Ку саккунпа килӗшӳллӗн. Ара, пилӗк ҫул иртнӗ-ҫке-ха. Ун вырӑнне Валери Туркая лартнӑ.
Александр Капитонов унсӑр пуҫне ентешлӗхсен канашлӑвӗн ертӳҫин вырӑнне те йышӑннӑ. Ларура вӑл хӑйӗн вырӑнне урӑххине суйлама ыйтнӑ. Кунта та унӑн срокӗ тухнӑ иккен. Ҫапла район ентешлӗхӗсен пуҫлӑхӗсем Канаш ертӳҫине ҫӗнӗ ҫынна суйланӑ. Уҫӑ сасӑлав ирттерсе чи мала Куславкка район ентешлӗхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Зорин ҫӗнтернӗ. Вӑл ку тивӗҫе икӗ ҫул пурнӑҫлӗ. Унӑн ҫумӗсем Андрей Кузнецов (Сӗнтӗрвӑрри районӗн ентешлӗхӗн пуҫлӑхӗ) тата Владимир Семенов (Патӑрьел районӗн ентешлӗхӗн пуҫлӑхӗ) пулӗҫ.
Ентешлӗх ертӳҫисем ҫавӑн пекех Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе Леонид Черкессовпа тӗл пулса «Чӑваш елккине» мӗнле ирттермелли пирки калаҫнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче паллӑ мар ҫынсем Комсомольски районӗнчи Явӑш шкулне чӳречерен кӗрсе класран 10 компьютер, икӗ проектор, принтер тата ытти тӗрлӗ оргтехника вӑрланӑ. Пӗтӗмпе — 200 пин тенкӗлӗх.
Ку ӗҫе пуҫиле шырав ӗҫченӗсем тӗпчеме тытӑннӑ. Вӗсем кӳршӗ ялта пурӑнакан 5 ҫамрӑк ку ӗҫе хутшӑнма пултарнине пӗлнӗ. Вӗсем Явӑш шкулӗнчен нумаях пулмасть вӗренсе тухнӑ.
Ҫак ҫамрӑксене йӗрлеме пуҫланӑ. Вӗсем вӑрланӑ япаласен пӗр пайне ӑҫта вырнаҫтарма палӑртнине пакунлисем пӗлнӗ. Вӗсенчен пӗри унччен те явап тытса курнӑ-мӗн. Унӑн урапине Канашра тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласен пӗр пайне салонра тупнӑ. Ыттисене вӗсем хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра пытарнӑ.
Вӑрланӑ япаласене шкула тавӑрӗҫ. Ҫамрӑксене вара тытса чарнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи Трактор тӑвакансен культура керменӗнче шкул ачисемпе вӗрентекенсен «Шкул шӑпчӑкӗ» республика конкурсӗ иртнӗ. Конкурса йӗркелекенсем шутӗнче Чӑваш наци конгресӗпе Чӑваш Республикинчи учительсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ те пулнӑ.
Чӑваш халӑх юррисене юрлакансен ӑмӑртӑвне Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчӗк районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар тата шкул Ҫӗpпӳ хулисенчен ачасен 11 фольклор ушкӑнӗ, 28 солист, учительсен 6 фольклор ушкӑнӗпе 9 солист хутшӑннӑ.
Солистсемпе фольклор ушкӑнӗсем чӑваш халӑхӗн хӑна, салтак, вӑйӑ, ӗҫ, лирика юррисене шӑрантарнӑ. Уяв каҫӗнче сюжетлӑ вӑйӑсемпе юрӑсем, такмаксемпе ташӑсем пӗp-пӗринпе ылмашса пынӑ.
Комсомольски районӗнче те халӗ ҫынсем кулленех сывлӑхне ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта тренажерсем лартнӑ.
Вӗсене Комсомольскинчи урама вырнаҫтарнӑ. Тренажерсене спонсор пуҫарӑвӗпе тата пулӑшнипе лартнӑ. Вӗсем – центртах, 1-мӗш шкулпа ҫумӑн вырнаҫнӑ паркра.
Район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, тренажерсем ахаль ҫынсем валли. Вӗсене ятарласа сусӑрсен кӳми валли ҫирӗплтенӗ те. Тренажерсене мышцӑсене вӑйлатас тӗллевпе мар, юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатас тӗллевпе лартнӑ.
Хатӗр-хӗтӗре Romana савутра туса кӑларнӑ. Унта хатӗрленӗ тренажерсемпе Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта темиҫе ҫул усӑ кураҫҫӗ ӗнтӗ.
Комсомольски район прокуратури граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе патшалӑх программисен гарантийӗсем епле пурнӑҫланнине пӗлтерсе тӑрассине тата сывлӑх сыхлавӗнче саккуна пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Прокурорсем пӗтӗмӗшле практика офисӗнче тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен программӑсем пирки пӗлтерекен информаци ҫуккине тупса палӑртнӑ. «Информаци стенчӗ ҫинче программӑсем пирки пӗлтермен, тӗп положенисем тата реквизитсем ҫук. Унпа пӗрлех программӑсемпе килӗшӳллӗн кӳрекен тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗн калӑпӑшне палӑртман, условийӗсене асӑнман», — тесе ӑнлантарать кун пикри асӑннӑ район прокурорӗ В. Николаев.
Кӗҫӗн Каҫалти тата Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика офисӗсенче, Ҫӗнӗ Шӑхранти фельдшерпа акушер пунктӗнче те ҫакӑн пек ҫитменлӗхсем тупӑннӑ.
Информаци стенчӗсем ҫинче кирлӗ информаци вырнаҫтарасси — район тӗп больницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗ-мӗн. Тухтӑр ҫумне административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн, Чӑваш Республикинчи сывлӑх надзорӗ 10 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ районӗнче «Энӗш» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пациента пульницӑна илсе каякан васкавлӑ медпулӑшу урапи ҫине Chevrolet Niva урапа кӗрсе кайнӑ.
Аварире васкавлӑ медпулӑшу урапин фельдшерӗ аманнӑ. Унӑн алли хуҫӑлнӑ, хырӑмӗ суранланнӑ. Ӑна Канаш районӗнчи тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, Chevrolet Niva урапа рулӗ умӗнче 52 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл — Йӗпреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн пуканне маларах йышӑннӑ Вячеслав Анисимов. Ӑна ку должноҫрен кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хӑтарнӑ.
Экс-чиновник самай ӳсӗр пулнӑ-мӗн. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне руль умӗнче ӳсӗрле тытнӑ.
Чӗпсене кӗркунне шутлаҫҫӗ теҫҫӗ те, сасӑлав пӗтӗмлетӗвне вӑл иртнӗ хыҫҫӑн палӑртаҫҫӗ. Ӑна Атӑлҫи регионсенчи сасӑлав епле иртнине тишкерме пуҫтарӑннӑ ҫавра сӗтелте сӳтсе явнӑ.
Аса илтертепӗр, Чӑваш Енре Михаил Игнатьев суйланчӗ. Иртнӗ суйлава пӗтӗмлетнӗ май Элтепер суйлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх суйлав, пӗтӗмӗшле илсен, йӗркеллӗ, демократи мелӗпе, конкурентлӑ иртнине, унӑн сӑлтавӗ обьективлине тата тӗрӗссине пӗлтернӗ.
Суйлав пирки калаҫнӑ май сӑнавҫӑсем Шупашкарти Депутатсен пухӑвне суйланасшӑн кӗрешӗве тухнӑ «Раҫҫей патриочӗсем» партин списокне шута илменнипе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑха аса илеҫҫӗ. Кайран ҫав партие Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ хистенипе шута илтерттернӗччӗ.
Элтепершӗн сасӑланине илсен, пилӗк районта Михаил Игнатьевшӑн суйлава пынисенчен 80 процент ытларахӑшӗ Михаил Васильевича шаннине пӗлтернӗ. Улатӑр районӗнчи суйлавҫӑсенчен 87,34 проценчӗ, сӑмахран, Михаил Игнатьевшӑн сасӑланӑ, Шӑмӑршӑ районӗнче — 85,21 проценчӗ, Елчӗк районӗнче — 83,62 проценчӗ: Патӑрьел районӗнче — 82,51 проценчӗ, Комсомольски районӗнче — 80,19 проценчӗ.
Чӑвашстат республикӑри предприяти-организацисем кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Вунпилӗк муниципалитетра организацисем тупӑшлӑ тӑрӑшнӑ-мӗн. Статистсем, сӑмах май каласан, пӗчӗк услампа тӑрӑшакансене, банксене тата страхлакан организацисене кунта кӗртмен. Танлаштарӑва Чӑвашстат иртнӗ ҫулхи сакӑр уйӑхпа илсе тунӑ.
Уйрӑмах тупӑшлӑ ӗҫлекенсем, статистика кӑтартӑвне ӗнесен, Пӑрачкав райлнӗнче уйрӑмах йышланса кайнӑ. Ун пеккисен ӳсӗм ҫав тӑрӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчинчен 8,2 хут йышланса кайнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче ку кӑтарту 69,4 процентпа танлашнӑ, Шупашкар районӗнче — 61,6 процентпа, Вӑрмар районӗнче — 59,1 процентпа, Муркаш районӗнче — 57,5 процентпа, Комсомольски районӗнче — 56,9 процентпа, Йӗпреҫ районӗнче — 52 процентпа, Улатӑр хулинче — 41,8 процентпа.
Чӑваш наци конгресӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Куҫма Турхана асӑнса «Ҫутӑ ӗмӗтсем» ятлӑ курав йӗркеленӗ. Унта писателӗн кӗнекисемпе, усӑ курнӑ япалисемпе тата ҫыравҫӑн тӗрлӗ хучӗсемпе паллашма май пулнӑ.
Асӑну каҫне килнисен умӗнче Шупашкарти 2-мӗш шкул ачасем Куҫма Турханӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ постановка кӑтартнӑ. Паллӑ юрӑҫ, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров юрӑсем шӑрантарнӑ.
Турхан Кузьма Сергеевич Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровскйи ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, Чӑвашглавлит пуҫлӑхӗнче, Ҫыравҫӑсен Пӗрлешӗвӗн консультантӗнче ӗҫленӗ. 1949 ҫултанпа ҫырав ӗҫӗсемпе кӑна пурӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Атакӑра» ятли — 1941 ҫулта пичетленнӗ. Чи паллӑ кӗнеки — «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историллӗ роман.
Юпан 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӑлана кӗнӗ канашлӑва ирттернӗ. Унта шкулсенче апатлану хакӗ кӑҫалхи 4-мӗш кварталта тата ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта мӗн чухлӗ хӑпарма пултарассине сӳтсе явнӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенчи апатланушӑн тӳлемелли хак ҫулталӑк пуҫланнӑранпа улшӑнман. Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 43 тенкӗ, Шупашкарта 84 тенкӗ пулнӑ.
Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта апатлану хакӗ ӳсмелле. Ку 11 муниципалитетра (Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче) 1–5 процент хӑпармалла. Ултӑ муниципалитетра вара (Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче) — 5–10 прцент.
Канаш, Шупашкар хулисенче тата Патӑрьел районӗнче апатлану хакӗ 10–15 процент ӳсмелле. 5 муниципалитетра (Йӗпреҫ, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче тата Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче) апатлану хакне ӳстерме палӑртман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |